
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Килсе курӑр хӑнана, хапӑл тӑвӑр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттернӗ.
Конкурс тӗллевӗнчен пӗри — ачасене тӑван халӑхӑмӑра, тӑван тӑрӑха тата тӑван сӗршыва юратма вӗрентесси. Кунсӑр пуҫне тата культурӑпа эткерлӗх пуянлӑхне асра тытасси. Ҫакна ачасен видеопултарулӑх урлӑ кӑтартса памалла пулнӑ.
Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Пурӗ 62 ача. Вӗсем Чӑваш Енри 18 муниципаллӑ районтан тата 2 хуларан пулнӑ, кунсӑр пуҫне Тутарстанри 5 районтан (Аксу, Пӑва, Нурлат, Ҫарӑмсан, Альметево) хутшӑннӑ.
Видеоконкурса хутшӑннӑ маттур ачасене Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ хавхалантарма палӑртнӑ. Вӗсене асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сертификат панӑ.
